Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Улатӑр хулинче тата районӗнче аварие пула газ пама пӑрахнӑ. Ҫапла майпа 10,3 пин ҫурт газсӑр тӑрса юлнӑ. Унта 43,7 пин ҫын пурӑнать.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, Улатӑрта ӗнер 13 сехет те 25 минутра газ пама пӑрахнӑ. Мӑкшӑ Республикинчи «Ардатов» тӗлӗнче пӑрӑх сиенленнӗ-мӗн. Ӑна пула «Улатӑр-1» патне кӗрекен объектсем шар курнӑ.
Улатӑр хулинче газсӑр тӑрса юлнӑ ҫуртсен йышӗнче — 7 шкул, 10 ача пахчи, сывлӑх сыхлавӗн 11 объекчӗ, 16 котельнӑй. Улатӑр районӗнче вара 6 шкул, 3 ача пахчи, сывлӑх сыхлавӗн 7 объекчӗ газсӑр юлнӑ.
Аварие пӗтермешкӗн Чулхула облаҫӗнчен ятарлӑ бригада килнӗ. ИӖМ управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ир валли газ пама палӑртнӑ. Анчах Улатӑр мэрийӗ ку ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫеҫ пуласси пирки хыпарланӑ.

Шупашкарти 54-мӗш ача пахчинче йывӑр лару-тӑру. Унта ҫумӑрлӑ, нӳрӗ ҫанталӑкра ҫурт тӑрринчен шыв анать-мӗн. Ку ӗнер пулнӑ япала кӑна мар-мӗн. Икӗ ҫул ҫапла пурӑнаҫҫӗ унта.
Ачасен нӳрӗ кравать ҫинче ҫывӑрма, йӗпе урайӗнче утма тивет иккен. Воспитательсемпе заведующи нӳрӗклӗхе пӗтерес тесе тӑрӑшаҫҫӗ-ха, анчах усси пур-и?
Юлия Тихонова, ачасенчен пӗрин амӑшӗ, «Про Город» редакцинчен пулӑшу ыйтнӑ. Ачасене хӑш чухне кӳршӗ ушкӑнсенче вырнаҫтараҫҫӗ-ха. Воспитательсем вара шыв аннӑ чухне савӑтсем лартса тухаҫҫӗ. Анчах ку — хӑрушӑ. Кирек хӑш вӑхӑтра та пралук хыпса илме пултарать. Сигнализаци те темиҫе хутчен ӗҫлесе кайнӑ-мӗн.
Амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, унта воспитательсем лайӑх. Анчах «ҫӳлтисем» ҫурта юсама укҫа уйӑрмаҫҫӗ-мӗн. Е кӑшт параҫҫӗ, анчах ку ҫителӗксӗр. Юлия Тихонова тӳре-шара ҫӗнӗ ача пахчисем уҫнипе пӗр вӗҫӗм мухтаннине, анчах вӗсем киввисем пирки маннине палӑртать.
Шупашкар хула администрацийӗнче кун пирки пӗлеҫҫӗ-мӗн. Вӗсем ҫурт тӑррине юсамашкӑн укҫа уйӑрнине пӗлтернӗ. Ӑна ҫулла юсамалла-мӗн.
Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Йӗпреҫри «Хӗвел» ача пахчинче «Ҫулталӑк воспитателӗ» район шайӗнчи конкурс вӗҫленнӗ. Ӑна Йӗпреҫ район администрацийӗн вӗренӳ пайӗ йӗркеленӗ.
Пушӑн 25-мӗшӗнче конкурса хутшӑннӑ виҫӗ воспитатель пултарулӑх хӑтлавне кӗртнӗ опыта ачасемпе кӑтартнӑ.
Район шайӗнчи конкурс пуш уйӑхӗн 16–25-мӗшӗсенче икӗ тапхӑрпа иртнӗ. Кун хыҫҫӑн йӗркелӳ комитечӗ ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ.
Кӑҫал Йӗпреҫ районӗнче чи маттур воспитатель ятне кам тивӗҫнӗ-ха? Вӑл — «Асамат кӗперӗ» ача пахчинче воспитательре тӑрӑшакан Алёна Аркадьевна Низинькова.
2-мӗш вырӑна Йӗпреҫри «Хӗвел» ача пахчинчи воспитатель Кира Николаевна Криушина тивӗҫнӗ.
3-мӗш вырӑна вара Йӗпреҫри «Пилеш» ача пахчинчи воспитатель Анна Владимировна Пермалова тухнӑ.
Ҫапла майпа Алёна Низинькова республика шайӗнче иртекен «Чӑваш Ен воспитателӗ — 2015» конкурсра Йӗпреҫ район чысне хӳтӗлӗ.
Сӑнсем (7)
Шупашкар районӗнче ветеринари правилисемпе нормисене пахӑнманни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Районти ветеринари службин ӗҫченӗсем чылай йӗркене пӑснӑ-мӗн.
Ишекре ветеринари участокӗ пур. Анчах вӑл ӑҫта вырнаҫнӑ? «Шупашкар районӗнчи чӗрчунсен чирӗсемпе кӗрешекен станци» патшалӑх служби «Ёлочка» ача пахчин ҫуртӗнче вырнаҫнӑ иккен.
Паллах, ку — ветеринари йӗркисене пӑсни. Кунти ветеринари участокӗн ӗҫченӗсем пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа чирлӗ чӗрчунсене регистрацилемелли журнала тытса пымаҫҫӗ. Вакцинаци ирттернине кӑтартакан актра иммунизаци тунӑ йытӑсен хуҫисен адресӗсене те кӑтартман.
Кун пирки Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтерет.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Урхас Кушкӑ шкулӗ ҫумӗнче пӗчӗккисем валли ушкӑн йӗркеленӗ. Нумаях пулмасть унта чӑваш наци вӑййисен ярмӑрккине ирттернӗ.
Ярмӑрккӑра тӗп сӑнарсем Марине (Вика Александрова) тата Симун (Павел Егоров) ачасем пулнӑ. Вӗсем ачасене кӗтсе илнӗ, хӑнасене чӗнсе пӗчӗк чухне урамра вылянӑ вӑйӑсене выляма йыхравланӑ.
Шӑпӑрлансем пурте пӗрле Ылтӑн хапхалла, Ят пӗлмелле, Пӳртле, Чана чӗпписене ҫитермелле вылянӑ. Юлашки ачасене уйрӑмах вилӗшнӗ. Пӗчӗкскерсем чана чӗпписем выҫӑ ан ларччӑр тесе тӑрӑшнӑ, йӑвана тӗл лектерсе ҫитерме тӑрӑшнӑ.
Тупмалли юмахсем те айккинче юлман. Ку пӗчӗккисен тавракурӑмне аталантарма пулӑшать. Шӑпарлансем Верук аппан тупмалли юмахӗсен хуравӗсене йӑлтах пӗлнӗ.
Ҫавӑн пекех ачасем Лаша тытмалла, Ҫӗлӗк тӑхӑнмалла вылянӑ. Юлашкинчен Верук аппа пурне те тав тунӑ. Пӗчӗкскерсем асламӑшӗсемпе аслашшӗсем вылянӑ вӑйӑсене аса илнӗшӗн тем пек хӗпӗртенӗ.
«Чӑваш Ен литератури: чи лайӑх вуланакан кӗнеке» конкурс республика шайӗнче ҫулсерен иртет. Кӑҫал вӑл нарӑс уйӑхӗнче пуҫланчӗ.
Конкурс халӑха кӗнекепе туслаштарма, унӑн сумне ӳстерме пулӑшать. Чӑваш кӗнеке издательстви вара ҫамрӑксем валли ҫулсерен 20 яхӑн кӗнеке пичетлесе кӑларать.
Кӑҫал конкурса 2013 ҫулта кун ҫути курнӑ кӗнекесем хутшӑнаҫҫӗ. Комсомольски районӗнчи Асанкасси ялӗнчи вулавӑшра «Чӑваш Ен литератури: чи лайӑх вуланакан кӗнеке» ятлӑ курав уҫӑлнӑ. Акцие халалласа унта тӗрлӗ конкурс ирттернӗ.
Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче «Солнышко» ача пахчине ҫӳрекен шӑпӑрлансем Лидия Саринен «Телейлӗ кӑмпа» пьеса-юмахне вуласа тишкернӗ. Ун хыҫҫӑн пӗчӗкскерсем «Йӑвари телей» ятлӑ пьесӑна вылянӑ. Полина Чижикова чӑпар чӑха, Андрей Калашников курака, Лера Никифорова шурӑ чӑха калӑпланӑ.
Улатӑр районӗнчи Ахматовӑри ача пахчинчи пушара клоун сӳнтернӗ. Анчах чӑн-чӑн пушара мар. Унти шӑпӑрлансемпе аслиcем вӗренӳ ирттернӗ. Пушар сиксе тухсан епле тытмаллине 17-мӗш номерлӗ пушар пайӗн инженерӗ Любовь Батманова тата Пӗтӗм Раҫҫейри ирӗклӗ пушар обществин Улатӑр районӗнчи уйрӑмӗнчи профилактика енӗпе ӗҫлекен инженер Елена Афондеркина вӗрентнӗ. Урока вӑйӑ евӗр йӗркеленӗ. Унта ҫурхи вӑхӑтра инкеке лекес мар тесен мӗнле пулмалли пирки каласа кӑтартнӑ.
Ачасен спектакле те хутшӑнма тивнӗ, пушар эстафетине те. Спектакле харсӑр Игорёша клоун та вылянӑ. Пушара сӳнтермелле вылянӑ хыҫҫӑн «Юлташа инкекрен ҫӑл!», «Вӑрманти пушара сӳнтер!» эстафета йӗркеленӗ.
Мӗн вӗреннине ачасем астуса юлччӑр тесе Игорёша клоун ачасем валли хӑрушсӑрлӑх правилисемпе паллаштаракан брошюра тата ӳкермелли пӗчӗк кӗнеке парнеленӗ.
Сӑнсем (3)

Ача пахчисенче музейсем ӗҫлени ӳсекен ӑрушӑн ҫав тери усӑллӑ. Унта чӑвашсен йали-йӗркипе, культурипе, историйӗпе паллашма пулать-ҫке-ха. Ачаранах тӑван халӑх пуянлӑхне туйса ӳснине мӗн ҫиттӗр?
Ҫӗрпӳ хулинчи «Хӗвеллӗ хула» (шел те, учреждени ячӗсене вырӑсла параҫҫӗ халӗ — «Солнечный город») ача пахчинчи «Ҫеҫпӗл» ушкӑнри шӑпӑрлансем «Асамат кӗперӗ» мини-музея, унтах вырнаҫнӑскере, ҫитсе курнӑ.
Музей ертӳҫисем ачасене питӗ хӗпӗртесе, ырӑ кӑмӑлпа кӗтсе илнӗ. Вӗсем пӗчӗкскерсене чӑвашсен наци тумӗсем пирки, хӗрарӑмсен пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрӗсем ҫинчен (хушпу, тухья) каласа кӑтартнӑ, пурте пӗрле ҫӑпата сырса пӑхнӑ.
Ахаль чухне музейсенче ачасене кӑна мар, аслисене нихӑш хатӗр-хӗтӗре те алӑпа тыттармаҫҫӗ. Кунта вара, Ҫӗрпӳри мини-музейра, шӑпӑрлансем йӑлтах тытса пӑхнӑ.
Пепкисене ача пахчине ҫӳреттерме хаксем хӑпараҫҫӗ. Тивӗҫлӗ йышӑнӑва республикӑн правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин паян алӑ пуснӑ.
Кӗсье мӗн чухлӗ ҫӳхелесси шкул ҫулне ҫитменнисене учрежденийӗсенче ачамӑрсем мӗн чухлӗ вӑхӑт пулнинчен килет. Унта 3–5 сехетлӗхе ярсан пӗр сехетшӗн унчченхилле 14 тенкӗ вырӑнне 14 тенкӗ те 70 пус тӳлеттерӗҫ. Шӑпӑрлансем хушшинче ачамӑрсем 10 сехет пулсан пӗр сехетшӗн унчченхи 36 тенкӗ вырӑнне 37 тенкӗ те 80 пус тӳлемелле пулса тухать, 12 сехетлӗхе ҫӳреттерекенсен малтанхи 44 тенкӗ вырӑнне 2 тенкӗ те 20 пус ытларах кӑларса хумалла. Пепкисене талӑклӑха ача пахчисене ӑсатакансен пӗр сехетшӗн малтанхи пек 47 тенкӗ мар, 49 тенкӗ те 30 пус тӳлеме лекӗ.
Пӗтӗмӗшле илсен, вӑтамран хак 5 процент хӑпарӗ. Хушу ӑна официаллӑ майпа алӑ пуснӑ хыҫҫӑн вунӑ кунтан вӑя кӗрет.
Республикӑра кадетсен юхӑмӗ вӑй илсе аталанать. Халӗ кадетсене ача пахчинченех хатӗрленме тытӑнӗҫ. Анчах ку сӑнава хутшӑнма пурте хал ҫитереймен. Акӑ ҫак кунсенче кадет корпусне Шупашкарти 130-мӗш ача пахчинче туса хунӑ.
Хальлӗхе кадетсем погонсӑр, анчах тельняшкӑпа, ҫӗнӗ карттуспа. Вӗсем кадетсен йышне кӗме хатӗр. Даниил Хашимов кадетӑн хӑюллӑ пулмаллине палӑртать. Унӑн никама та кӳрентермелле мар, пӗчӗккисене хӳтӗлемелле.
Шкулсенче кадет класӗсем пурринчен тӗлӗнмӗн. Ача пахчисенче вара кунашкал ушкӑнсем сахал. 130-мӗш ача пахчинче ав ушкӑнра — 30-ӑн. Вӗсенчен 20-шӗ — арҫын ачасем.
Пӗчӗкскерсем кадетсен йышне тӑнӑ. Уява тӗплӗн хатӗрленнӗ. Стройпа утса ялав панӑ, присяга тытнӑ.
Ҫак кунран ачасем вӑй-хал культури енӗпе ҫанӑ тавӑрса хатӗрленме тытӑнӗҫ. Ҫавна май спортзалта занятисем ытларах иртӗҫ, уҫӑ сывлӑшра чупӗҫ, йӗлтӗрпе ярӑнӗҫ, футболла вылӗҫ. Ачасем кадет шкулне экскурсие те кайӗҫ. Ҫак кун ачасене истори кӗнекине парнеленӗ — патриотсен ҫӗршыв паттӑрӗсене пӗлмеллех.
